ИНФОРМАЦИ ÇЫРĂВĔ
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедри Чăваш автономини облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă «САРЛАКА МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВĂМ» / «ШИРОКА СТРАНА МОЯ РОДНАЯ» Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» РЕСПУБЛИКА ШАЙĔНЧИ КОНКУРСА хутшăнма йыхравлать.
Конкурса чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине ача садĕнче, шкулта, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче вĕрентекенсене йыхравлатпăр.
Конкурса хутшăнас текенсен хăйсен заявкине тата конкурса сĕнекен ĕçсене оргкомитета 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен çак электрон почти çине n.o.konferenz@mail.ru ярса памалла.
Материалсене конкурса хутшăнакан ячĕпе ятарласа уçнă электрон почти урлă йышăнатпăр, мĕншĕн тесен çĕнтерÿçĕсене диплом çав элетрон почти çине çеç ярса паратпăр.
Пĕтĕмлетĕвĕ 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче.
Электрон почти: n.o.konferenz@mail.ru
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-902-287-96-50 (Осипов Николай Николаевичăн кĕсье телефонĕ);
Файл ятĕнче автор хушаматне çырмалла (пĕрремĕш авторăнне, енчен те авторсем темиçен пулсан. Тĕслĕхрен: Титова М.Е.-статья, Титова М.Е.-заявка).
Конкурса еплерех ĕçсем сĕнмеллине, конкурса хутшăнмалли заявкăна мĕнле тултармаллине «Республика шайĕнчи конкурс» пайра пăхăр.
Йĕркелÿ комитечĕ
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН ВĔРЕНТŸ МИНИСТЕРСТВИ
ФЕДЕРАЦИН АСЛĂ ПĔЛŸ ПАРАКАН патшалăх БЮДЖЕТ ВĔРЕНŸ УЧРЕЖДЕНИЙĔ
«И.Я. ЯКОВЛЕВ ЯЧĔЛЛĔ ЧĂВАШ ПАТШАЛĂХ ПЕДАГОГИКА УНИВЕРСИТЕЧĔ»
«Чăваш чĕлхипе литератури.
Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç»
РЕСПУБЛИКА ШАЙĔНЧИ КОНКУРС
1. Пĕтĕмĕшле калани
Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» Республика шайĕнчи конкурс (малалла – Конкурс) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литературин ĕç планĕпе килĕшÿллĕ пулать.
Конкурс пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам тата професси пĕлĕвĕ паракан вăтам вĕренÿ организацийĕсенчи, ача сачĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине тăван ен культурине вĕрентекенĕсен пултарулăхне аталанма пулăшмалли, вĕсен опытне сармалли мел.
1.1. Конкурс тĕллевĕсем
– педагогикăра тата методикăра çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе тата мелсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен творчествăллă ĕç опытне халăх çине кăларасси;
– чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенĕн хисепне тивĕçлĕ шая çĕклеме май туса парасси;
– урокри тата класс тулашĕнчи мероприятисем урлă çамрăк ăрăва тăван халăхăн ăс-хакăл культурипе, пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси.
1.2. Конкурс задачисем
– чăваш чĕлхипе литературине, тăван чĕлхене вĕрентекенсен пултарулăхне ÿстересси;
– чăваш чĕлхипе литературине тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене вĕрентес ĕçĕн шалашне тăван халăх кун-çулĕпе таччăнрах çыхăнтарас çĕнĕлĕхсене тупса палăртасси;
– чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси;
– чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пултаруллă учительсен ĕç-хĕлĕпе, опычепе паллаштаракан меслетлĕх кăтартăвĕсем хатĕрлесси;
– чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе çĕнĕ хатĕрсене ытларах явăçтарасси
1.3. Конкурс номинацийĕсем
Конкурс çакнашкал енсемпе иртет:
1. Чăваш чĕлхипе литературин уçă урокĕ, класс тулашĕнчи мероприятийĕ (чăваш, вырăс шкулĕсем).
2. Тăван ен культурин уçă урокĕ, класс тулашĕнчи мероприятийĕ (чăваш, вырăс шкулĕсем).
3. Чăваш чĕлхипе, литературипе, йăли-йĕркипе, культурипе шкул ÿсĕмне çитменнисене (ача сачĕ) паллаштарасси.
4. Чăваш чĕлхипе литература вулавĕн кĕçĕн классенчи урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
5. Тăван ен культурин кĕçĕн классенчи урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
6. 5-7 классенчи чăваш чĕлхипе литератури урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
7. 5-7 классенчи тăван ен культурин урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
8. 8-9 классенчи чăваш чĕлхипе литератури урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
9. 8-9 классенчи тăван ен культурин урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
10. 10-11 классенчи чăваш литератури урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш, вырăс шкулĕсем).
2. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам, професси, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен, ача сачĕсен воспитателĕсем, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенĕсем хутшăнма пултараççĕ. Ушкăнпа (иккĕн-виççĕн) хатĕрленĕ ĕçе те сĕнме юрать.
3. Конкурса йĕркелекен комитет
3.1. Конкурс ирттерме йĕркелÿ комитетне тăваççĕ.
Йĕркелÿ комитетĕнче кам тата миçен ĕçлессине Конкурс йĕркелекенсем палăртаççĕ.
3.2. Конкурса хутшăнма тăратнă заявкăна, документсемпе материалсене Йĕркелÿ комитечĕн электрон адресĕ çине ярса памалла.
3.3. Конкурс материалĕсене чăвашла та, вырăсла та çырса тăратма юрать.
3.4. Конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ:
Денисова Татьяна Витальевна, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ;
Ахвандерова Алина Давыдовна, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăспа чăваш чĕлхисен кафедрин ертÿçи;
Осипов Николай Николаевич, филологи наукисен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăспа чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ.
4. Конкурса ирттермелли йĕрке
4.1. Конкурса сĕннĕ ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, кашни номинацире çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр.
5. Конкурс срокĕ.
Материалсене 2020-мĕш çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла.
6. Материалсене ярса памалли йĕрке
6.1. Конкурса хутшăнакансен электрон почтăпа çакăн пек материалсем ярса памалла:
– заявка;
– педагогикăра тата методикăра вăй илсе пыракан çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса хатĕрленĕ урокăн, класс тулашĕнчи мероприятин анлă планне, тулли конспекне (халиччен пичетленмен) е урокăн технологи карттине т.ыт.те (4 страницăран кая 10 страницăран ытла мар, Alt пусмалли Times New Roman шрифтпа, пысăкăшĕ 14 №-лĕ, хушши- 1 кегль).
7. Конкурса пĕтĕмлетни
7.1. Конкурс пĕтĕмлетĕвне жюри тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ алă пусса çирĕплетет.
7.2. Конкурс протоколĕсене Конкурса хутшăнакансене кăтартмаççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем пирки апелляци йышăнмаççĕ.
7.3. Конкурс номинацийĕсенчи, конкурса сĕннĕ ĕçсен хисепне тата пахалăхне кура, çĕнтерÿçĕсене пĕтĕмлетĕвĕн кашни тапхăрĕнчех диплом парса хавхалантараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттерекен мероприятисенче (Чăваш чĕлхи кунĕ, Уçă алăксен кунĕ т.ыт.те) чыслаççĕ.
7.4. Конкурс ирттерекенсен Конкурса сĕнекен ĕçсене чи лайăх учительсен опытне сарас тĕллевпе пичетлеме е сайта тăратма ирĕк пур.
7.5. Конкурса ирттерекен ен Конкурса хутшăнакан учительсен автор прависене Раççей законĕсене пăхăнса сыхлать.
7.1. 1. Жюри:
Денисова Татьяна Витальевна, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн деканĕ (председатель);
Ахвандерова Алина Давыдовна, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăспа чăваш чĕлхисен кафедрин ертÿçи (председатель заместителĕ);
Осипов Николай Николаевич, филологи наукисен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăспа чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ (член).
8. Çыхăну тытмалли мелсем
Конкурс йĕркелекенсемпе çыхăнмалли тата документсене ярса памалли адрес: n.o.konferenz@mail.ru
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
8-902-287-96-50 йĕркелÿ комитечĕ – Осипов Николай Николаенвич доцент.
«Чăваш чĕлхипе литератури.
Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç»
Республика шайĕнчи конкурса хутшăнмалли
ЗАЯВКА
Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ (туллин ).....................................................................................
Вĕренÿ учрежденийĕн чăвашла тулли ячĕ.…………………………………………
Вĕренÿ учрежденийĕн вырăсла тулли ячĕ………………………………………….
Должность, педагогика стажĕ …………………………………………………………
Шкул адресĕ ………………………………………………………………………………
Килти адрес…………………………………………………………………………………
Кĕсье телефонĕн номерĕ ………………………………………………………………
Электрон почтин адресĕ ………………………………………………………………
Конкурса тăратнă материал ячĕ……………………………………………………….
Конкурса тăратнă материала сборника кĕртмелле е çук………………………
Номинаци номерĕ ………………………………………………………………………
Дата ………………………………………..