„Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ

Çирĕплетнĕ:

Чăваш чĕлхи инçет вĕренÿ центрĕн ертÿçи

______________ В. Ю. Андреев

„Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018” сăвă вулакансен видеоконкурсĕ

Тĕллевĕ

Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарас, аслисене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Кам хутшăнать?

Конкурса шкул çулне çитмен шăпăрлансем, шкул ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс тÿллевсĕр иртет.

Кам ирттерет?

Конкурса Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ, Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш ен наци радиотелекомпанийĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш наци библиотеки ирттереççĕ. Видеоконкурса йĕркелес тата унăн çĕнтерÿçисене чыслас ĕçе çавăн пекех Атнер Хусанкай ăсчахпа Николай Ишентей поэт хутшăнаççĕ. Конкурса ярса панă материалсене "ШкулТВ" интернет- телеканалта вырнаçтараççĕ. Конкурс итогĕсемпе "Шкулта" интернет журналта паллашма пулĕ, çавăнтах хутшăнаканăн электрон сертификачĕсене уçласа илме май килĕ.

2018 çулхи номинацисем

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча сăввисем" ; (шкула кайманнисем валли)

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча вăййисем";

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча юррисем";

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: пуçламăш класс сăввисем";

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: Митта Ваçлей сăввисем";

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: Николай Ишентей сăввисем";

–​ "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: чи лайăх видео".

Кашни номинацире, хутшăнакансен хисепне кура, çĕнтерÿçĕсен йышĕ 1 çынтан пуçласа 5 çын таран, хисеплĕ вырăн йышăннисен хисепĕ 2 çынтан пуçласа 15 çын таран пулма пултарать. Çавăн пекех конкурс ирттерекенсем уйрăм хутшăнакансене те, уйрăм коллективсене те тĕрлĕ майпа хавхалантарма пултараççĕ.

Регистраци тата мĕн вуламалла е юрламалла?

Конкурса хутшăнма (юрлакансемсĕр пуçне) http://pecekse.chuvash.org сайта кĕрсе регистрациленмелле тата унта кăтартнă сăвăсенчен пĕрне суйласа илмелле. Регистрациленнĕ чухне пĕтĕмпех тĕслĕхри пек çырмалла, ытлашши информаци кĕртме кирлĕ мар, эсир мĕн çырни пĕтĕмпех сертификата куçать, ытла вăрăм çырсан вырнаçмасан та пултарать. Регистрациленмен конкурсантсенчен килнĕ ĕçсене йышăнмастпăр.

Юрлакансен регистрацилеме ыйтса çырнă заявление заявкăпа тата видеопа пĕрле civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла. Юрăçсен видеоконкурсне ача-пăча жанрне тивĕçтерекен юрăсене çеç йышăнаççĕ. Хăвăра регистрациленине http://pecekse.chuvash.org сайтра пĕлме пулать. Заявлени формине положени вĕçĕнче тупма пулать.

Мĕнле ÿкермелле?

Сăвă вуласа паракансене кирек мĕнле видеоаппаратурăпа та ÿкерме юрать. Видеона конкурса ярса пама ятарласа хатĕрлемелле: видео пуçламăшĕнче сăвă ятне, авторне, кам вуланине, вăл хăш шкултан тата педагогĕ кам пулнине çырмалла. Çакна тума кирек мĕнле ансат видеоредакторпа усă курма юрать (калăпăр, кашни компьютерта тенĕ пекех пур Киностудия Windows Live программăпа). Ятарласа хатĕрлемен видеона конкурса йышăнмасан та пултараççĕ

Ăçта ярса памалла?

Конкурс материалĕсене – видеофайла, заявкăна, заявленисене – civhim2@yandex.ru электрон адреспа ярса памалла. Заявленисемпе заявка видеопа е видео каççипе пĕр çырура пулмалла. Заявкăпа заявлени мĕнле çырмаллине положени вĕçĕнче тупма пулать. Енчен те видеофайла, пысăк пирки, электрон почтăпа ярса пама май килмест пулсан ăна ЯндексДиск, Облако Mail йышши управ сервисĕсене кăларса хурăр, файл каççине конкурса civhim2@yandex.ru электрон адреспах ярса парăр.

Видеофайл ятĕнче Шкул ячĕ (кĕске форма, регистрациленнĕ чухне çырнă пек!), хайлав авторĕ (пур пулсан), хайлавăн е вăйăн ячĕ, кам(сем) вулани е вылянине кăтартакан информаци пулмалла.

Тĕслĕхсем:

Хурашашри тĕп шкул Халăх сăвви Пукан пичче Петрова Вероника Васильевна

Хурашашри тĕп шкул Вăйă Кăшманла Шкул ачисем

Хурашашри тĕп шкул Асамат С Тетте Петрова Вероника Васильевна

Хурашашри тĕп шкул Юрă Пулăра Петрова Вероника Васильевна

Видеофайл е видеокаçă ятне урăхла çырсан ĕçсене йышăнмаççĕ, мĕншĕн йышăнманнине пĕлтерсе тăмаççĕ.

Ачасем хутшăннă чухне заявленисем виçĕ çыннăн кирлĕ - ача ашшĕ-амăшĕн, педагогăн тата операторăн, ытти чухне - хутшăнаканпа операторăн. Заявленисемпе тата заявкăна тĕрĕс мар хатĕрленĕ пулсан (алă пусман, пичет çук тата ытти те) вĕсене тата видеона йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ.

Текстсене пур çĕрте Юникод символĕсен таблицине кĕрекен чăваш сас паллийĕсемпе çырмалла ("Болгарски" е Н. Плотников хатĕрленĕ сарăмсемпе усă курмалла, çавăн пекех "CTRL+ALT+ символ" мелпе е хатĕр текстран копилесе илсе пичетлеме пулать).

Камсем тата мĕнле хаклаççĕ?

Конкурса ярса панă ĕçсене ятарласа йĕркеленĕ жюри членĕсем пăхса тухаççĕ. (Положени вĕçĕнче пăхăр.) Видеофайлсене вĕсен пахалăхне, ÿкерме пĕлнине, конкурса хутшăнакансем сăвва чăвашла тĕрĕс те таса калама, хăйсене камера умĕнче тытма пĕлнине кура хаклаççĕ, юрланине жюрине кĕнĕ юрă ăстисем хак параççĕ Хутшăнакансем пĕтĕмлетÿпе килĕшменнине, хирĕçленине йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ.

Конкурс тăсăмĕ тата чыславĕ

Конкурс нарăсăн15-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Конкурс çĕнтерÿçисене ака уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш наци библиотекинче чыслаççĕ . Хăçан тата хăш вăхăтра хакчыслассине кашнине уйрăммăн телефонпа е электрон почтăпа тата конкурса ирттерекенсен интернет ресурсĕсенче пĕлтереççĕ. Хутшăнакансене пурне те конкурса хутшăннине ĕнентерекен электрон сертификат параççĕ, вĕсене "Шкулта" интернет журналтан уçлласа илме пулĕ.

Автор прави пирки

Конкурса ярса паракан материалсенче ытти авторсен прависене пăсакан материалсем е вĕсен фрагменчĕсем пулмалла мар. Кам ÿкернине, вулакан хайлав камăн, вулаканĕ кам пулнине кăтартман е автор правине мĕнле те пулин пăсса хатĕрленĕ видеона конкурса йышăнмаççĕ. Фонограммăпа е минусовкăпа усă куракансен авторĕнчен ирĕк илмелле, видеора хушаматне, ятне кăтартмалла. Çавăн пекех пĕтĕм информацие заявкăра та кăтартмалла (формине положени вĕçĕнче панă). Пĕр хайлавран ытларах ÿкернĕ пулсан видеосем те çав хисеп чухлĕ пулмалла, заявкăра вĕсен уйрăмлăхне цифрăсемпе палăртмалла. "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018" видеоконкурса хутшăнни эсир ярса панă видеопа Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ туллин тата пур енлĕн усă курма ирĕк илнине пĕлтерет.

Хутшăнмалли ирĕксемпе чарусем

Конкурса 2017 çулта ÿкернĕ ĕçсем кăна хутшăнма пултараççĕ. Килĕшÿсĕр, кăмăл-сипете тивĕçтермен, автор прависене пăсма пултаракан видеоматериала конкурса йышăнмаççĕ, мĕншĕн йышăнманнине ăнлантармаççĕ. Çĕнтерÿçĕсем шутĕнче пĕр хайлавах вуланă конкурсантсем пулма пултараймаççĕ. Çакна регистрациленнĕ чухне шута илме сĕнетпĕр.

1-мĕш хушăм

Жюри членĕсем:

Андреев Владимир Юрьевич - Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ

Федорова Ирина Николаевна - Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ

Осипова Лилия Алексеевна - Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ

Рыбкина Елена Владимировна - Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ

Плотников Николай Алексеевич - Чăваш халăх сайчĕ

Никифоров Геронтий Лукиянович - Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи

Яковлева Зоя Аркадьевна -- Чăваш наци конгресĕн пресс-служба ертÿçи, режиссер

Анисимова Юлия Елисеевна - Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçин çумĕ

Герасимова Алина Васильевна - Чăваш ен наци радиотелекомпанийĕ

Петрова Мальвина Владимировна - Чăваш ен наци радиотелекомпанийĕ

Прокопьев Олег Иванович - Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Егорова Надежда Тимофеевна - Чăваш Республикин наци библиотеки

Хусанкай Атнер Петрович - ăсчах

Ишентей Николай Петрович - сăвăç

Петрова Екатерина Владимировна - юрăç

Федорова Алина Никифоровна - юрăç

Кинер Людмила Ивановна - юрăç

2-мĕш хушăм

Заявка формисем

Аслисем валли

Конкурса хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ

Электрон почта е телефон

Ĕç е пурăнакан вырăнĕ

Номинаци ячĕ

Хайлав ячĕ

Хайлав (сасă) авторĕ(сем) (ячĕ, хушамачĕ)

Видео ÿкерекенĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ

Видео ÿкерекенĕн ĕç е пурăнакан вырăнĕ

Тĕслĕх:

Иванов Иван Иванович

Ivan3@mail.ru

Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк ялĕ

Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача-пăча сăмахлăхĕ

Витлешÿ сăвви

Халăх сăмахлăхĕ

Иванова Анна

Ивановна

Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк ялĕ

Конкурса хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ

Шкул, садик

Миçе çулта

Педагогĕ

Электрон почта е телефон

Номинаци ячĕ

Хайлав ячĕ

Хайлав (сасă) авторĕ(сем) (ячĕ, хушамачĕ)

Видео ÿкерекенĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ

Видео ÿкерекенĕн ĕç е пурăнакан вырăнĕ

Ачасем валли

3-мĕш хушăм

Заявлени формисем

Для участников педагогов, родителей, операторов съемки

Заявление на использование персональных данных

Я, __________________________________________________________________________________

(Ф. И.О. гражданина)

в соответствии с требованиями ст. 9 Федерального закона РФ «О персональных данных», подтверждаю свое согласие на обработку Центром дистанционного обучения чувашскому языку (далее – Оператор) моих персональных данных (фамилии, имени, отчества, места работы, должность)

____________________________________________________________________________________

(документ, удостоверяющий личность гражданина, серия, номер, кем и когда выдан, адрес)

____________________________________________________________________________________

____________________________________________________________________________________

Я согласен (а), что мои персональные данные будут использоваться при формировании публикации в средствах массовой информации и составлении сводного списка (ведомости) участников награждения ценными подарками и памятными сувенирами.

Я проинформирован (а), что под обработкой персональных данных понимаются действия (операции) с персональными данными, включая сбор, систематизацию, накопление, хранение, уточнение (обновление, изменение), использование, распространение (в том числе передачу), обезличивание, блокирование, уничтожение персональных данных соблюдается в рамках исполнения Оператором законодательства Российской Федерации.

Я даю согласие на размещение видеоматериала с моим участием на интернет телеканале (ШкулТВ).

Настоящее согласие действует со дня подписания до дня отзыва в письменной форме.

_____________ ________________________ _________

(Дата) (Фамилия, инициалы) (Подпись)

Для участие несовершеннолетних детей

Заявление на использование персональных данных (на несовершеннолетних)

Я, __________________________________________________________________________________

(Ф. И.О. законного представителя несовершеннолетнего гражданина)

в соответствии с требованиями ст. 9 Федерального закона РФ «О персональных данных», подтверждаю свое согласие на обработку Центром дистанционного обучения чувашскому языку (далее – Оператор) персональных данных моего (ей) несовершеннолетнего (ей) сына (дочери):

(фамилии, имени, отчества, места работы, должность)

____________________________________________________________________________________

(Ф. И.О. несовершеннолетнего гражданина)

__________________________________________________________________________________

(документ, удостоверяющий личность гражданина, серия, номер, кем и когда выдан, адрес)

____________________________________________________________________________________

____________________________________________________________________________________

Я согласен (а), что персональные данные моего (ей) несовершеннолетнего (ей) сына (дочери) будут использоваться для публикации в средствах массовой информации и при формировании и сводного списка (ведомости) участников награждения ценными подарками и памятными сувенирами.

Я проинформирован (а), что под обработкой персональных данных понимаются действия (операции) с персональными данными, включая сбор, систематизацию, накопление, хранение, уточнение (обновление, изменение), использование, распространение (в том числе передачу), обезличивание, блокирование, уничтожение персональных данных соблюдается в рамках исполнения Оператором законодательства Российской Федерации.

Я даю согласие на размещение видеоматериала с участием моего(ей) несовершеннолетнего (ей) сына (дочери) на интернет телеканале (ШкулТВ).

Настоящее согласие действует со дня подписания до дня отзыва в письменной форме.

_____________ ________________________ _________

(Дата) (Фамилия, инициалы) (Подпись)

4-мĕш хушăм

Заявление

Просим вас зарегистрировать ___________________________________________________________
_____________________________________________________________________________________ для участия в Межрегиональном конкурсе "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2018" согласно прилагаемой заявке. Полностью гарантируем, что при публикации нашей работы __________________________ _____________________________________________________________________________________ на канале "ШкулТВ" (https://www.youtube.com/user/civmih2) не будут нарушены авторские права третьих лиц.

Подпись ________________________ Дата____________________________

(Все заявления подтверждаются руководителем школы или должностным лицом местного самоуправления - сельского или городского поселения : печать, подпись)