2019-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 09-мĕшĕнчи
04№лĕ приказ çумне
1-мĕш хушса пани
Республика шайĕнче ирттерекен
«Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕн
положенийĕ
Пĕтĕмĕшле калани
Республика шайĕнче ирттерекен «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсне (малалла – конкурс) Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюджет учрежденийӗ йӗркелесе пырать.
Конкурса ирттерме Конкурсăн йĕркелÿ комитетне тăваççĕ. Комитетра кам тата миçен
ĕçлессине конкурса йĕркелекенсем палăртаççĕ.
Конкурс тĕллевĕсемпе задачисем:
– чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен кулленхи ĕçне
çăмăллатма интернетра çителĕклĕ чухлĕ уяв сценарийӗ пуçтарасси;
– тăван чĕлхене, литературине тата культурине аталантарас енӗпе творчествӑллӑ ӗҫлекен педагогсене тупса палăртасси, вӗсен паха опытне сарасси;
– ачасен тавра курăмне, пуплев культурине аталантарас ĕçре педагогсем усӑ куракан çĕнĕ мелсемпе меслетсене тупса палăртасси.
Конкурса ирттерме палăртнă вăхăт
Конкурс 2019-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 2019-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен пырать.
Конкурса хутшăнакансем: шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
Вĕренÿ организацийĕсенче, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем.
Конкурс номинацийĕсем:
o шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем,
o пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем,
o хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем,
o професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ирттерекен уявсен сценарийĕсем.
Конкурса ирттермелли йĕрке
Конкурс кӗретсӗр (заочно) формăпа иртет. Конкурс тÿлевлĕ, хакĕ – 300 тенкĕ (квитанци).
Педагог конкурса темиçе ĕç те тăратма пултарать. Кашни ĕçшĕн уйрăмшарăн тÿлемелле пулать.
Сценарисене чăвашла çырмалла, чăваш клавиатурин ятарлă сарăмĕпе (шрифчĕпе) усă
курса пичетлемелле. Сарăм лартмалли программăна http://www.chrio.cap.ru/ сайтран «Наци
вĕренĕвĕ» баннертан уçласа илме пулать.
Сценарисене Times New Roman шрифтпа, 12-мĕш размерпа наборламалла. Сăн тата ытти
йышши ӱкерчĕксем jpg форматпа, презентацисем .ррt форматра пулмалла. Видео формачĕсем анлă сарăлнисем пулсан лайăх. Вăрăмăшĕ 10 минутран ытла пулмалла мар.
Конкурс материалĕсем унччен интернетра е урăх çĕрте пичетленменнисем пулмалла.
Унчченхи конкурссенче малти вырăнсене йышанман ĕçсене лайăхлатса тепре конкурса тăратма юрать.
Авторлӑхӗ пирки шанчӑксӑрлӑх ҫуратакан ӗҫсене конкурса илмеҫҫӗ; мӗнле те пулин
вариантра плагиат пулсан – ӗҫе конкурсӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче пӑхса тухма чарӑнаҫҫӗ.
Конкурса тăратнă ĕçсене чи лайăх педагогсен опытне сарас тĕллевпе пичетлеме е сайта
тăратма йĕркелÿ комиссийĕн ирĕк пур.
Конкурса хутшăнакан педагогăн chrio6-2019@mail.ru адреспа 2019-мĕш çулхи нарăс
(февраль) уйăхĕн 21-мĕшĕччен çак материалсене ярса памалла:
1) заявка (1-мĕш хушăм);
2) хăй хатĕрленĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе урок тулашĕнче ирттермелли мероприяти сценарийĕ (е мероприятисен сценарийĕсем) (титул лисчĕ – 2-мĕш хушăм). Файла конкурсантăн хушамачĕпе ятне тата шкул ятне памалла. Тĕслĕхрен: Алексеева АЕ Кшаушская;
3) квитанци (3-мĕш хушăм);
4) хăй çинчен пĕлтерме ирĕк паракан документ (согласие на обработку персональных данных) (4-мĕш хушăм).
Хаклав критерийĕсем:
– вĕренÿ ĕçĕн хальхи тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтерни;
– вĕренекенсен ÿсĕм тата пĕлÿ шайне тивĕçтерни, ачасен харпăр хăй аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене шута илни;
– чĕлхе (орфографи, пунктуаци, грамматика, пуплев) нормисене çирĕп пăхăнни;
– мероприятин хăйне евĕрлĕхĕ (ытти ĕçсенчен уйрăлса тăни, темăпа творчествăллă ĕçлени, професси ăсталăхĕ);
– çĕнĕ, тухăçлă технологисемпе усă курни.
Конкурса пĕтĕмлетни
Конкурс пĕтĕмлетĕвне жюри положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута илсе тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ çирĕплетет.
Чи нумай балл пухнă педагог конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрать.
Жюрин номинацисен ятне, йышне улăштарма ирĕк пур. Ку ирĕкпе усă курса йĕркелÿ комитечĕ тивĕçлĕ йышăну тăвать.
Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Конкурса ирттерекенсем
конкурсантсем валли ятарлă парнесем палăртма пултараççĕ. Конкурса хутшăнакан кашни вĕрентекене сертификат параççĕ.
Конкурс çинчен информацие Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтне (chrio.cap.ru) вырнаçтарма палăртнă.
Çыхăну адресĕ
Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ
институчĕ, 216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ).
Телефон 8-8352-58-46-44.
E-mail% chrio6@cap.ru .