«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш»

 
инçет видеоконкурсăн положенийĕ
Тĕп тĕллевĕсем
«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» инçет видеоконкурса чăваш ачасене тăван литературăпа халăх
сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе тата культурипе паллаштарас, ачасен вулав пултарулăхне, чăвашла
пуплевне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Инçет видеоконкурса йĕркелекенсем
Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ
«Чăваш халăх сайчĕ»
Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ
Чăваш Республикин наци библиотеки
Инçет видеоконкурс материалĕсен тытăмĕ
Конкурса чăваш вăййисене вылянине, сăвă вуласа, юмах каласа е лартса панисене, юрă
юрланине видео ÿкерсе ярса памалла.
Видеона кирек мĕнле программăпа та йĕркелеме тата кирек мĕнле кодировкăра та тăратма
юрать. Ĕçе ӳкермелли хатĕр ирĕклĕ — хăть карас телефонӗпе, хăть профессиллӗ аппаратурӑпа
Инçет видеоконкурса хутшăнакансем
Конкурса кирек кам та хутшăнма пултарать.
 
Хаклама пайланӑ ушкӑнсем:
 
1 "Чăваш сăввисем: шăпăрлансем" номинаци (ача сачĕ тата пуçламăш шкул
программине кĕрекен сăвăсем)
- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем) - "Чăваш поэчĕсен сăввисем" пайри сăвăсене электрон
майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле
- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем) - "Пуçламăш класс: сăвăсем" пайри сăвăсене
электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле
 
2 "Чăваш сăввисем: тĕп шкул" номинаци (тĕп шкул программине кĕрекен сăвăсем) -
электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле
- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)
- 18 çултан аслăраххисем
 
3 "Чăваш вăййисем" номинацире - электрон майпа регистрациленсе ÿкерĕнмелле
- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)
- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)
- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)
 
4 "Чăваш юмахĕ" номинацире - регистрациленме civhim2@yandex.ru почта çине видеопа
пĕрле заявка ярса памалла
- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)
- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)
- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)
- 18 çултан аслăраххисем
 
5 "Чăваш ача-пăча юрри" номинацире - регистрациленме civhim2@yandex.ru почта çине
видеопа пĕрле заявка ярса памалла
- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)
- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)
- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)
 
6 "Владимир Андреев сăввисем" номинацире - электрон майпа регистрациленсе
вуламалла (сăвввисене "Шкулта" интернет-журналта тупма пулать.)
- Пĕчĕк ачасем (2-6 çулхисем)
- Кӗҫӗн çулхи ачасем (7-12 çулхисем)
- Вӑтам çулхи ачасем (13-17 çулхисем)
 
Асăрхаттарни: енчен те пĕр-пĕр ÿсĕмри ачасен йышĕ 20-рен сахалтарах пулсан вĕсене тепĕр
ÿсĕмпе пĕрлештерме пултараççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр ÿсĕмре хутшăнакансем питĕ йышлă пулсан
конкурса йĕркелекенсен вăл ÿсĕме ытларах ушкăнсене пайлама ирĕк пур.
 
18 çултан аслăрах хутшăнакансем хушшинче миçе çын хутшăннине пăхмасăрах
çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.
Инçет видеоконкурсăн çĕнтерÿçисене палăртасси
Инçет видеоконкурсăн çĕнтерÿçисене комисси членĕсем (2-мĕш хушăм) палăртаççĕ.
Малти вырăна тухнисене хисеп хучĕсемпе тата пĕчĕк парнесемпе Чăваш наци библиотекинче
савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ, чи лайăх ĕçсене Чăваш ен наци телевиденийĕ валли ÿкереççĕ.
 
Конкурссене хутшăнакансене, вĕсене хатĕрленĕ педагогсене, видео ÿкернĕ операторсене - пурне
те - конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатпа тивĕçтереççĕ.
Ăмăрту тапхăрĕ тата материалсене ярса памалли мелсемпе
условисем
Конкурс нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланать, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 23 сехетре
вĕçленет. Çак вăхăтран каярах ярса панă ĕçсене йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ
Конкурса хутшăнма çак ĕçсене тумалла:
 
1 Конкурсăн ятарлă страницинче (http://pecekse.chuvash.org ) электронлă майпа
регистрациленмелле тата конкурса хутшăнма хăвăра килĕшекен хайлава суйласа илмелле (
"Чăваш юмахĕ" тата "Чăваш ача-пăча юрри" номинацисемсĕр пуçне). Регистрациленнĕ
чухне пĕтĕмпех тĕслĕхри пек çырмалла, ытлашши информаци кĕртме кирлĕ мар, эсир мĕн çырни
пĕтĕмпех сертификата куçать, ытла вăрăм çырсан вырнаçмасан та пултарать.
"Чăваш юмахĕ"тата "Чăваш ача-пăча юрри" номинацисене яракан ĕçсене видеона
йышăннă май алă вĕççĕн регистрацилетпĕр, вĕсен электронлă майпа регистрациленме май
туман. Ку номинацисене хутшăнакансен заявленисемсĕр пуçне конкурса хутшăнма ыйтса
таблица евĕр заявка çырмалла (Хутшăнакан(сен) хушамачĕпе ячĕ, хайлав ячĕпе тĕсĕ, шкул е
организаци ячĕ, педагогпа операторăн Хушамачĕпе ячĕ, Ашшĕ ячĕ).
2 Хăвăр суйласа илнĕ хайлавпа ÿкернĕ видеона (е видео ăçта вырнаçнине
кăтартакан каççа) заявленисемпе пĕрле (1-мĕш хушăм) конкурса ярса памалла .
Видеофайл ятĕнче Шкул ячĕ (кĕске форма, регистрациленнĕ чухне çырнă пек!), хайлав авторĕ (пур
пулсан), хайлавăн е вăйăн ячĕ, кам(сем) вулани е вылянине кăтартакан информаци пулмалла.
Хурашашри тĕп шкул Халăх сăвви Пукан пичче Петрова Вероника
Васильевна
Хурашашри тĕп шкул Вăйă Кăшманла Шкул ачисем
Хурашашри тĕп шкул Асамат С Тетте Петрова Вероника Васильевна
Видеофайл е видеокаçă ятне урăхла çырсан ĕçсене йышăнмаççĕ,
мĕншĕн йышăнманнине пĕлтерсе тăмаççĕ.
Заявленисем виçĕ çыннăн кирлĕ - ача ашшĕ-амăшĕн, педагогăн тата операторăн.
Заявленисене алă вĕççĕн тултармалла, алă пусмалла, алă пуснине пичетпе çирĕплетмелле,
сканерламалла е фотоаппаратпа ÿкерсе илсе ярса памалла. Заявленисем тĕрĕс мар пулсан (алă
пусман, пичет çук тата ытти те) конкурса килнĕ материалсене пăхса тухмаççĕ, йышăнмаççĕ.
Видеоматериалсене конкурса çитермелли майсем
- Хăвăрăн видеоматериала http://www.youtube.com/ видеохостингра вырнаçтарса видео
каççине «Шкул ТВ» редакцине ( civhim2@ yandex .ru ) ярса памалла.
- Енчен те ку ĕç сирĕншĕн кăткăс пулсан видеона «Шкул ТВ» редакцине электрон почтăпа
ăсатма пултаратăр.
- Видеоматериала, электрон почтăпа ярса пама май килмесен, Яндекс.Диск е Майл.Облоко
сервиссенче вырнаçтарма сĕнетпĕр, каçăна civhim2@ yandex .ru адреспа ямалла.
Заявленисем видеопа е видео каççипе пĕрле пулмалла.
Конкурс ирттерекенсем ярса панă видеосемпе ирĕклĕнех усă курма пултараççĕ.
Хутшăнмалли ирĕксемпе чарусем
Инçет конкурса 2019 çулта ÿкернĕ ĕçсем кăна хутшăнма пултараççĕ. Килĕшÿсĕр, кăмăл-
сипете тивĕçтермен видеоматериала конкурса йышăнмаççĕ, мĕншĕн йышăнманнине
ăнлантармаççĕ.
Конкурса ача-пăча валли хывнă юмах-юрра кăна йышăнаççĕ. Ку условине тивĕçтермен
видеосене тупăшăва хутшăнтармаççĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашмалли майсемпе чыслав
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене "Шкулта" интернет журналта, Чăваш халăх сайтĕнче тупма пулĕ,
сертификатсем "Шкулта" интернет журналта пулĕç. Чыслава ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш наци
библиотекинче ирттереççĕ. Чыслав 9 сехетре пуçланать. Чи лайăх ĕçсене радиопа телевидени
валли чыслав хыççăн çырса илеççĕ.
2-мĕш хушăм
 
Жюри членĕсем
 
Андреев Владимир Юрьевич - Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ
Федорова Ирина Николаевна - Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ
Плотников Николай Алексеевич - Чăваш халăх сайчĕ
Герасимова Алина Васильевна - Чăваш ен радиотелекомпанийĕ
Петрова Мальвина Владимировна - Чăваш ен радиотелекомпанийĕ
Прокопьев Олег Иванович - Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ
Егорова Надежда Тимофеевна - Чăваш Республикин наци библиотеки
Ишентей Николай Петрович - сăвăç